«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ»

Ака уйӑхӗн  24-мĕшĕнче 20-мĕш шкулта чăваш чěлхи эрни пуçланчě. Уроксенче чăваш чĕлхипе литертурине вӗрентекенсем ачасемпе Тӑван ҫӗр-шыв, Тӑван тавралӑх, халӑх шӑпи, чӑваш ҫыннин йӑли-йӗрки, чӑваш чӗлхине упрасси ҫинчен калаçрĕç.

Кашни çулах Чăваш Енре « Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртет. Кăçал та ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 20-мĕш шкулта  вĕренекенсем çак акцие хаваспах хутшăнчĕç. Текст содержанийĕ тарăн шухăшлă, воспитани енчен  пысăк пĕлтерĕшлĕ.